Ейӳ вӑхӑтӗнче Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пӗртен-пӗр кӗпер арканнӑ.
Ҫавна май ҫынсем ял масарӗ ҫине каяймаҫҫӗ, Янӑш ялне ҫитсе килеймеҫҫӗ, "Новый путь" ЯХПК уй-хирне каҫаймаҫҫӗ. Ӗнер ялти хастарсем арканнӑ кӗпер патне ҫитсе курнӑ. "Республикӑра ку инкек пирки илтмен ахӑртнех. Халӑх пулӑшасса кӗтет", - тенӗ хастарсем.
Паян 10 сехет те 50 минутра Элӗк-Ишек ҫул ҫинче, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗ ялӗ ҫывӑхӗнче, тракторпа микроавтобус ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Форд Транзит» микроавтобус рейсра пулман, вӑл яла кайма тухнӑ. Микроавтобус транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та МТЗ 82 тракторпа ҫапӑннӑ. Ҫав самантра трактор сулахай еннелле пӑрӑннӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире микроавтобус водителӗ аманнӑ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗ ялӗнче пушар машини валли гараж хута янӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ – ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫӗнӗ гаражпа паллашнӑ. Тӗлпулӑва таврари ялсенчи ҫынсем те пухӑннӑ.
Ял ҫыннисем хӑтлӑ гаража тивӗҫлипе хакланӑ. Унта пушарнӑйсем валли пӳлӗм, котельнӑй пур. Ку проекта хута яма 1 миллион тенкӗ патнелле тӑкакланӑ. Укҫан 60 процентне республика хыснинчен уйӑрнӑ. Ял ҫыннисем те гараж строительствине тӳпе хывнӑ, пӗтӗмпе 215 пин тенкӗ пухнӑ.
Ял ҫыннисем самантпа усӑ курса министрпа хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫынсене ытларах сӗт хакӗ пӑшӑрхантарнӑ. Сергей Артамонов сӗт рынокӗнчи лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра сӗт хакӗ тивӗҫлӗ шайра тытӑнса тӑрать. Унӑн хакӗ пахалӑхӗнчен килнине палӑртнӑ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑвашри уйрӑмӗ Чӑвашпотребсоюзпа пӗрле «Шӑккалат — ачасене» акцие 10 ҫул ытла ирттерет. Кӑҫал вӑл чӳкӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 10-мӗшӗччен иртнӗ.
Анчах Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи ачасем акцие тӑсма шухӑшланӑ. Вӗсем ӑна ыран ҫеҫ вӗҫлӗҫ. Кивӗ ҫӗнӗ ҫул умӗн шкул ачисем пухнӑ шӑккалатсене ача ҫурчӗсемпе интернатсене валеҫӗҫ.
Шкулта фойере контейнер вырнаҫтарнӑ. Ачасем акципе пӗрремӗш кунранах кӑсӑкланма пуҫланӑ. Контейнер тепӗр кунхинех парнесемпе тулма пуҫланӑ. Ав 8-мӗш классем вӑл хӑвӑртрах тултӑр тесе 3-шер шӑккалат та янӑ. Чи кӗҫӗннисем те акцие хастар хутшӑннӑ.
Шкултан вӗренсе тухнӑ, канмалли кунсенче шкулти спортзала килнӗ ҫынсем те айккинче юлман. Пурне те талӑхсен шӑпи пӑшӑрхантарнӑ, пурте вӗсене савӑнтарасшӑн ҫуннӑ.
Чӑваш Сурӑмӗсем мӗн чухлӗ шӑккалат пухнине ыран пӗлӗҫ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗ хӑйӗн уявне Питравра паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Мӗншӗн шӑпах ҫак кун-ха? 1795 ҫулта Чӑваш Сурӑмӗнче Петр апостола халалласа чиркӳ ҫӗкленӗ. Чӑваш Сурӑмӗнче ял уявне тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ: урамсене тасатаҫҫӗ, така пусса шӳрпе пӗҫереҫҫӗ, унпа пурне те хӑналаҫҫӗ.
Уява Элӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов, Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Павлов, «Элӗк ачи» ентешлӗхӗн председателӗ Владимир Иванов тата ыттисем хутшӑннӑ. Александр Куликов ял халӑхӗ ӗҫчен пулнине палӑртнӑ. «Новый путь» хуҫалӑх та республикӑра ав малтисенчен пӗри.
Уявра ылтӑн тата кӗмӗл туйсене паллӑ тӑвакансене саламланӑ. Вячеслав Дмитриевичпа Маргарита Алексеевна Михайловсем пӗрле 50 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Чӑваш Сурӑм тӑрӑхӗнче кӗмӗл туя 9 ҫемье паллӑ тӑваҫҫӗ иккен.
Чӑваш Сурӑмсене саламлама Ҫӗрпӳ районӗнчи «Сувар» фольклор ушкӑнӗ те ҫитнӗ. Ентешӗсене юрӑ-ташӑпа Чӑваш Сурӑмӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ, Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи «Каблучок» ташӑ ушкӑнӗ савӑнтарнӑ. Чӑваш эстрада юрӑҫисем те сцена ҫине тухнӑ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнче И.Я.Яковлева тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ҫулсеренех тӗрлӗрен те тӗрлӗ мероприятисем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. Чӑваш чӗлхи эрни ирттернӗ май шкулта акан 26-мӗшӗнче «Пултаруллӑ чӑваш вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем» конкурс ирттерчӗҫ. Конкурса хутшӑнаканӗсем шкулти директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Николаева С.П., чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Петрова А.Г. тата 10-мӗшпе 11-мӗш классенче вӗренекен пикесем Юля Казаковӑпа Оля Соловьева пулчӗҫ.
Уяв каҫӗ питӗ илемлӗ те хаваслӑ иртрӗ. Конкурса хутшӑнакансем чи малтанах чӑваш тумӗсемпе илемлӗн утса тухса хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравласа ӑс пуянлӑхне кӑтартрӗҫ. Ун хыҫҫӑн вара хӑйсем мӗн пултарнине кӑтартса савӑнтарчӗҫ. Питӗ пултаруллӑ иккен вӗренекенсем те, вӗсене вӗрентекенӗсем те! Мӗн тери илемлӗ юрӑсем юрласа, сӑвӑ каласа, ташӑ ташласа савӑнтарчӗҫ вӗсем куракансене. Уява конкурсантсем вальс ташласа вӗҫлерӗҫ.
Раштавӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университетӗнче унчченех палӑртнӑ йӗркепе килӗшӳллӗн «Интеграция школы и вуза как основы системы непрерывного образования» (чӑв. «Шкулта аслӑ пӗлӳ паракан заведени — пӗр татӑлмасӑр вӗренмелли системӑн никӗсӗ») ятлӑ конференци иртрӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетне Элӗк районӗнчи шкулсен директорӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Килсе ҫитнӗ шкулсенчен ҫаксем пулчӗҫ: Юнтапари, Чӑваш Сурӑмӗнчи, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Элӗкри т.ыт. вӑтам шкулсем. Тӗлпулура паянхи кун шкулсемпе аслӑ шулсем умне тухса тӑнӑ проблемӑсене сӳтсе яврӗҫ. Вӗретекенсемпе преподавательсем кашниех хӑйӗн опычӗпе паллаштарчӗҫ. Тухса калаҫнисен сӑмахӗнче малашне пӗрле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесен ҫеҫ ӗҫ кал-кал пырасса шанма пулать текен шухӑш палӑрчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |